Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш сӑн-сӑпачӗн вӑртӑнлӑхӗсем

Чӑваш халӑхӗн аваллӑхне тӗпчес тӗлӗшпе юлашки вӑхӑтра наука ӗҫӗ сахал мар пичетленет. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш ҫынни ӗлӗкрен-авалтан мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине ҫутатса паракан ӗҫсем те ҫук мар. Истори наукисен кандидачӗ Г.А. Николаев хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗсенче ХIХ-ХХ ӗмӗрсенче чӑваш халӑхӗ, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти халӑх хресчен ӗҫӗпе епле пурӑнни ҫинчен сахал мар ҫырса кӑтартнӑ, ҫак тӑрӑхри нацисен хушшинчи хутшӑнусене, этнопсихологие, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи уйрӑм этноссен ӑнлавӗпе аграри тытӑмӗ ҫинчен пурӗ 70 ытла наука ӗҫӗ ҫырнӑ.


Г.А. Николаев "И.Я.Яковлев тата Яковлев ӗҫ-хӗлне тишкерекенсен ыйтӑвӗсем" кӗнекере И.Я. Яковлев чӑваш менталитечӗ ҫинчен ҫырса хӑварнӑ хӑш-пӗр шухӑша тӗпчет. Статья авторӗн тишкерӗвӗнче ҫакӑн пек кӑсӑк пӗтӗмлетӳсем тӗл пулаҫҫӗ: А.В. Жиркевич ҫырса пынӑ аса илӳсемпе интервьюсенче патриарх хӑй пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен каласа пани ҫеҫ мар, унта — пӗтӗм ӗмӗрӗн истори чӑнлӑхӗ, обществӑри пулӑмсене хак пани. Халӑха ҫутта кӑлараканӑн пил сӑмахӗсене, вӑл ҫырса хӑварнӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ каларӑшсене эпир асрах тытатпӑр, анчах та ҫак пысӑк ӗҫе тӗплӗн тишкерсе пӑхсан, чӑваш ҫыннин шухӑшлавӗ, тавра курӑмӗ, пурнӑҫри пӗлтерӗшӗ пирки каланӑ питех те кӑсӑк самантсене тӗл пулма тӳр килет иккен. Ученӑй И.Я. Яковлев аса илӗвӗсенче чӑваш ялӗн пурнӑҫне тӗрлӗ енчен кӑтартнине ытти ҫӑл куҫпа танлаштарса пӑхса хак парать.
И.Я. Яковлев "Вырас, тутар, чӑваш — пурте ҫын" тесе каланӑ сӑмахсем — хрестоматие кӗрсе юлнӑ каларӑш. Пурӑнса хура-шур курнӑҫемӗн, тӗрлӗ халӑхӑн пурнӑҫне тӗпченӗ майӑн патриархӑмӑр вырӑс халӑхӗ ыттисенчен анлӑрах шухӑшлавлӑ пулнине палӑртать, ҫавӑнпах ӗнтӗ тӑван халӑхне вырӑс халӑхӗпе ӗмӗр пӗрле пурӑнма пиллесе хӑварать. Яковлев аса илӗвӗсенче чӑваш ҫыннин ҫитменлӗхӗсене палӑртни те пур. Чӑваш ҫынни йӑваш та чӑтӑмлӑ пулнипе пӗрлех тӑрук ҫилленсе каясси, вак-тӗвеклӗ тарӑху пуррине, вӑл хӑйне пӗчӗке хунине, ҫав вӑхӑтрах чӑтӑмлӑ та, ырӑ кӑмӑллӑ пулнине палӑртать. Г.А. Николаев патриарх сӑнанисене тӗрлӗ енчен тӗпчесе тишкерет: "Ылтӑн Уртапа Хусан ханствин» Раҫҫей цивилизацин хуранӗсенче нумай ҫул хушши авӑрӑнни пӑлхар-чӑвашсене тата чӑвашсене пӗр енлӗ социаллӑ тытӑмлӑ этнос" туса хунӑ тесе палӑртать вӑл, XIX-XX ӗмӗрсен чиккииче /1897 ҫулхи ҫырав тӑрӑх/ Хусан кӗпернийӗ_Хусанпа Чӗмпӗр кӗпӗрнисенче пурӑнакан чӑвашсен хушшинче промышленноҫра, транспортра тата ремесла ӗҫӗпе пурӑнаканнисем 1 процента та ҫитмен иккен, вырӑссенчен вара — кашни вунӑ ҫынран пӗри, 25 тутартан — пӗри. Чӑвашсем суту-илӳ ӗҫӗпе аппаланма юратман. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен хушшинчи вак-тӗвек
суту-илӳ ун чухме йӑлтах тутарсен аллинче пулнӑ. Чӑвашсем вара вӑл тапхӑрта ытларах ҫӗр ӗҫӗпе тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе пурӑннӑ. Унтан вӑл, ҫак шухӑша малалла ҫирӗплетсе, С. Монастырскин историпе статистика очеркӗн сыпӑкне илсе кӑтартать: «Чӑваш ҫынни — лайӑх ҫӗр ӗҫченӗ, уйӗсене вӑл пуринчен маларах тирпейлесе кӗртет, аванрах тислӗклет, тыррине те маларах ҫапать, анчах та вырӑс чӗлхине лайӑхах пӗлменрен, хытӑрах та асӑрхануллӑрах пулнӑран суту-илӳпе аппаланса теветкелленмест. Чӑваш пуссӑр тӑрса юласран, ӑнӑҫсӑр утӑм тӑвасран хӑранӑ».
Г.А. Николаев чӑваш менталитетне палӑртакан ытти тӗпчев ӗҫӗсене те тишкерсе тухать, историпе этнографи литературинче чӑваш ҫыннин сӑн-сӑпачӗн уйрӑмах паллӑ енне - йӑвашлӑхпа шикленӗвне час-часрах уйӑрса палӑртнине тӗпе хурать: "Сӑмахран, А.А. Фукс ҫапла ҫырнӑ: "Чӑвашӑн тӗшмӗшлӗхӗпе шиклӗхе хайпе пӗрлех ҫуралать. Аслӑ ҫултан аякри яла пырса курӑр-ха, лав, пӑру, чӑх — сире мӗн кирлӗ, ҫавна ыйтӑр. Чухӑн чӑвашсем ку ҫын кам, ӑҫта каять, тӳлевсӗр лаша ыйтма ирӗк пур-и унӑн, ҫук-и — хыпалансах, хӑранипе чӗтресе, ыйтмасӑрах мӗн пуррине йӑлтах пама хатӗр. В. Сбоев чӑвашсен "йӑваш" сӑмахне тӳлек, лӑпкӑ пӗлтерӗшпе ҫыхӑнтарать. С.М. Михайлов "чӑвашсем йӑваш, лӑпкӑ ҫынсем" тесе палӑртать. Шупашкар уес земство управин докладӗнче ҫапла ҫырни пур: «Шупашкар уесӗнче пурӑнакан хресченсен экономикӑри лару-тӑрӑвне илсен, питӗ начар пурӑннине палӑртмалла. Паллӑ ӗнтӗ, нумайӑшӗ ҫак пӗтӗмлетӳпе килӗшмест. Хирӗҫлесе ҫакна палӑртатпӑр: Шупашкар уесӗнче пурӑнакансем налуксене яланах вӑхӑтра парса тӑраҫҫӗ. Вӗсен парӑмӗ Хусан тата ытти кӗпӗрнесенче пурӑнакансенчен чылай сахал. Ку вӑл вӗсем ытлӑ-ҫитлӗ пурӑннине пӗлтермест, наци характерӗн уйрӑмлӑхӗсенчен килет. Унта пурӑнакан чӑвашсемпе ҫармӑссем — хӑйсене майлӑ ҫынсем: пӗрремӗшӗнчен, вӗсем хӑюсӑр, мӗн каланине итлекен, пӑхӑнакан ҫынсем; иккӗмӗшӗнчен, вӗсем питех те ансат пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ». Халӑхӑн сӑн-сӑпачӗ И.Я. Яковлев хаклӑвӗнче ҫапларах: "Чӑвашсен характерӗнче вырӑсра ҫук пӗр ен пур — хӑйсен туйӑмӗсене, чи таса, лайӑх, саккунлӑ туйӑмӗсене ыттисен умӗнче кӑтартма вӑтанни, хӑрани. Вӗсем туйӑмӗсене пытараҫҫӗ, чӗмсӗр. Пӗр-пӗрин хушшинче те вӗсем питӗ сӑпайлӑ. Чӑвашсем кама та пулин хытӑ сӑмах калассинчен, кӳрентересрен, ҫиллӗнтересрен сыхланаҫҫӗ". Статья авторӗ чӑваш ҫыннин кӑмӑл-сипетне тата ҫапларах тӗслӗхсемпе пуянлатать: "Чӑваш ҫыннин характерӗн паллӑ енӗсенчен пӗри — ансатлӑх тата тӗплӗ, тирпейлӗ пулни. Хӑш-пӗр справочникпе наука кӗнекисенче ку тӗлӗшпе халап шайӗнчи каларӑшсем ҫӳренӗ. В.Н. Майнов статйинче ҫапла сӑнарласа кӑтартнӑ: "Чӑваш ырӑ кӑмӑллӑ, ҫывӑх ҫынна яланах пулӑшма, каҫарма хатӗр; ӗҫчен пулнӑран унӑн иртӗнес йӑла ҫук, мӗн пуррипе ҫырлахать. Тӗплӗ пулнӑран тепӗр чухне хытсах каять. Чӑваш хӑйӗн урапа кустӑрмине сар ҫупа сӗрет тет. Сар ҫу тикӗтрен йӳнӗрех пулнипе мар, тикӗте укҫа парса туянас килменрен. Сар ҫӑвӗ вара килтех пур, ӑна туянмалла мар. Чӑваш яка пырланма юратмасть, килӗнчи сар ҫӑвне те, сӗтне те, пахча ҫимӗҫне те, ытлашши выльӑх-чӗрлӗхпе чӑх-чӗпнӗ те пасара кайса сутать те сых ятне укҫа чӳлмекне чиксе хурать."
"Халӑха ҫутта кӑларакан хӑйӗн йӑхташӗсем йунеҫтерсе пурӑнма пӗлнине палӑртнӑ. Чӑваш тирпейлӗ тата хытӑ пулнипе ҫеҫ мар, ытларах мӗн пуррине упрама тӑрӑшнине палӑртать. Чӑваш ҫыннин ҫак енӗсене Яковлев халӑх шӑпин йывӑр кун-ҫулӗнчен, нушаллӑ, тӗттӗм пурнӑҫӗнчен килет тесе шутланӑ. Унпа Г.И. Комиссаров этнограф та пӗр шухӑшлӑ. Яковлев аса илӗвӗнче XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи чӑваш ялӗсенче пурӑнакансем таса, ҫутӑ кӑмӑл-сипетлӗ курӑнаҫҫӗ. "Чӑваш юррисенче, — тесе ҫырнӑ вӑл аса илӳре, — пӗр ирсӗр, усал, чурӑс, пакӑҫ сӑмахсем ҫук. Вӗсем таса та ҫутӑ, ӗненӳллӗ. Чӑваш ялӗсенче вӑрӑ тавраш питӗ сайра тӗл пулать, ҫуртсене ҫӑраҫҫипе питӗрмеҫҫӗ. Ял ҫыннисем пӗр-пӗринпе ыр сунӑмлӑ, евӗклӗ, аслисене хисеплесси — чысра, чылай ҫемьере упӑшкипе арӑмӗ венчете тӑмасӑрах пурӑнаҫҫӗ пулсан та, ясарлӑх палӑрмасть, вӗсен хушшинче ӗҫсе ӳсӗрӗлекенсем питӗ сайра тӗл пулаҫҫӗ". Аса илӳсенче патриарх чӑвашсем ҫынна ыр сунни, шеллени ҫинчен нумай ҫырса кӑтартать, ял ҫыннисем пӗр-пӗрне нушара пулӑшнине, ҫавна майӑн чӑвашсем ыйткаласа ҫуресси сайра пулнине, тӑлӑх-туратсене ял пӑхса ӳстернине палӑртать".
Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Геннадий Алексеевич Николаев ҫак кунсенче 50 ҫул тултарчӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн истори пайне ертсе пырать. XIX ӗмӗр вӗҫӗ — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ял хуҫалӑхне, чӑваш халӑхӗн зтнокультурине, менталитетне тӗпчекен паллӑ ученӑй. Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер Элпуҫри вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте Шупашкарти предприятисенче рабочире, грузчикре, слесарьте ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах ЧПУн промышленноҫ электрификаци факультечӗн каҫхи уйрӑмӗнче пӗлӳ пухнӑ. Каярахпа ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ, пӗр хушӑ чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. 1983 ҫулта вара ЧПУн историпе филологи факультетне питӗ лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтерет те Наука тӗпчев институтне ӗҫлеме вырнаҫать. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ тӳрех наука лавне кӳлӗнет: пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Чӑваш ҫӗршывӗнчи ҫивӗч ыйтусене тӗпчет: ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫ вӑйне, хресчен хуҫалӑхӗсем епле аталаннине, пӗчӗк промышленноҫ епле ҫӗкленнине тата ытти те. Вӑл Ҫӗрпӳ хули ҫинчен ҫырнӑ истори очеркӗн тата "XIX ӗмӗр вӗҫӗ — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Чӑваш ҫӗршывӗнче ял хуҫалӑхӗпе хресчен хуҫалӑхӗ епле аталанни" ҫинчен калакан монографи авторӗсенчен пӗри. 1986 ҫулта вӑл СССР НА Истори ииститучӗн аспирантурине вӗренме кӗрет, часах наука кандидачӗн диссертацине хӳтӗлет. Вӑл — регион историграфинче вырӑс, тутар, чӑваш, ҫармӑс, мордва, удмурт хресченӗсен хуҫалӑхӗсене танлаштарса тишкерӳ тӑвакан пӗрремӗш учёнӑй. XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх аталанӑвӗн пӗтӗмӗшле тата этнос уйрӑмлӑхӗсене палартнӑ. Учёнӑй ҫак тапхӑрти Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗрлӗ халӑхсен хушшинчи хутшӑнусене, чӑваш халӑхӗн менталитетне сахал мар тӗпченӗ.
Людмила Сачкова
«Хыпар», 2006, утӑ, 18
>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

8 906 3766094 тӳрлетнӗ, информацие 2018-04-22 18:46:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9629 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем